Чaваш фразеологийeн вaрттaнлaхeсем

«Чăваш фразеологийĕн вăрттăнлăхĕсем»

10-11 классем

1. Фразеологизмсемпе синонимлă пулакан сăмахсене тупса çырăр:

Асат хуçнă чун-асат çапнă чун, ĕнсе шăмми кукрăлнă; вĕчĕ тыт-юнав хыв; ĕнтрĕк çапнă-каç сĕмĕ çачнă; каска пуканĕ-1) лутра, кутамас пĕлтерĕшлĕ-пĕве кĕмен; 2) чурбан пĕлтерĕшлĕ- пиçмен пашалу, тăм писмен; катен карчăк-1) чухăн пĕлтерĕшлĕ-çара çерçи; пĕчĕк пĕлтерĕшлĕ- пĕве кĕмен; тирпейсĕр пĕлтерĕшлĕ-катемпи пек; пăлахая пер-кахала пер, тарап ту, наяна пер, кахала пер, кутăна пер; сăсăл вĕçтер-пăккине хавшат, сехре хăпарт, шарт сик, çÿç вирелле тăрать, пуç тÿпинчен сĕрĕм тухать; чуна ура тĕпне çитер; талпас çап-сăмах вакла, чĕлхе вылят, сăмах çăмхи сÿт, сăмах-юмах çаптар; ÿкĕте кĕр-хăлхана чик, ăша хыв; шак яр-шак хурса калаç, шак хыв-намекать, говорить обиняком.

2. Чăваш чĕлхинчи фразеологизмсене тĕпчекенсене тата вĕсен ĕçĕсене калăр.

Сергеев, Л.П., Павлов, В.В. Фразеологический словарь чувашского языка: учебное пособие / Л.П.Сергеев. Чебоксары: Чув. гос. пед. ун-т, 2007. - 62 с.

Горшков А.Е. Вырăсла-чăвашла кĕске фразеологи словарĕ.—В кн.: Мĕнле каласан тĕрĕс? Шупашкар, 1973.

Чернов М.Ф. «Фразеология современного чувашского языка» (1985 г.);

Чернов М.Ф. Современный чувашский язык: слово, фразеологизм и свободное сочетание слов. (1988 г.)

Чернов М.Ф. Краткий русско-чувашский фразеологический словарь. Чебоксары, 1975г.

Чернов М.Ф. Чувашско-русский фразеологический словарь. Чебоксары, 1982г.

3. Хисеп ячĕллĕ фразеологизмсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.

Ик аллуна шарт! çап, икĕ вут хушшине тăрса юл, ик майлă кастар, пĕр чĕлхе туп, пĕр калăппа тунă, пĕр кавара кĕр, пĕр юрă юрла, пĕр калăп пул, пуçĕнче çирĕм пиллĕк çитмест, çăвара пĕр хĕлхем те ан яр, пĕр çăвар çăкăра икке пайласа çи, çичĕ хут тире сÿ, çич çыншăн ĕçле, икĕ пукан хушшинче лар, ик айкки те тăвайкки, икĕ питлĕ, ик телейлĕ, пĕр каварлă пул, пĕр калăппа виç, пĕр пĕрчĕ те, пĕрре сурмалăх анчах, пĕр сăмах туп, пĕр çăвартан сур, пĕр урапа çине лар, пĕр чĕлхе туп, сăмах пине çитрĕ, пĕрре вĕтсе илмелле ăна, пĕр пĕрнери пĕрлĕхен пек, пĕрре ура ярса пусмалăх анчах, пĕр чĕптĕм те, ик хут иккĕ пек, пĕр кашăк шывпа çăтса ямалла, ик утăмра, пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек, пĕр чĕкеç килнипех çуркунне пулмасть.

4. Фразеологизмсене тытăмне кура икĕ ушкăна пайлăр:

1). Глаголпа ят сăмахсен пĕрлешĕвĕсем: чике тăршшĕ ларт; чĕлхене ирĕке ан яр, чун ура тĕпне çитрĕ, чĕлхи салтăнчĕ; чĕлхе такăнать; ура тупанĕ курăнать; хăйăр пĕрчи пек çухалса кай; унпа пăтă пиçмест; тинке тухрĕ; тута пăр; тĕтĕм сÿннĕ; тăн çухат; çунат хуш; çÿç вирелле тăчĕ.

2). Ятпа ят сăмахсен пĕрлешĕвĕсем: чул чĕреллĕ; урлă выртакан каска; тÿр пилĕк; турти кĕске; тимĕр пăрçа; тăрри шăтăк.

5. Пайăр ятсемлĕ фразеологизмсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.

Энтепе кутне чăшкăрт-çатмана çу сĕрни. Ÿлхерин Унтри-совершенный идиот, с безобразной физиономией; Хусан тăлăхĕ; Макар пăру хăваламан çĕр; Ахиллесăн ура кĕлли; Америка уç; Ариадна çипĕ; Петĕр хăнк та тумасть; Ĕпхÿре выртан; Ваçăк кăнтăрли-хĕвел кăнтăр хĕвел анăç тĕлĕнче чухне çынсем Ваçăк кăнтăрли çиеççĕ; Китай стени; Китай грамоти; Адам тумĕ; Ева тумĕ; пĕтĕм Иваново илтмелле; сутăнчăк Иуда; Каин тăмхи, Каин палли; Ной кимми; Морфей ытамĕ; Рубикон урлă каç; Лазарь пек мĕскĕнлен; Прометей вут-çулăмĕ; Троя лаши; Гименей сăнчăрĕ; Пандора арчи; ниме те ĕненмен Фома; Аркадири савăк пурнăç; Архимед рычакĕ; Буридан ашакĕ; Вавилон ясарĕ; Вавилон пăтăрмахĕ; Валаам ашакĕ; Варфоломей каçĕ; çветтуй Антоний апачĕпе пурăн.

6. «Пĕр çăвар çăкăра икке пайласа çи» ятлă ăслав сочиненийĕ çырăр.

7. Палăртнă сăмахсен грамматика формисене калăр: кури куçа курми ту; куç хупса иличчен; куçа мăч та тумасăр; пĕве пĕвелемелĕх те пур.

Курми-инфинитив, палăрту форминче; иличчен-деепричасти; тумасăр-деепричасти, хирĕçлев форминче; пĕвелемелĕх-глаголăн сăпатсăр форми, çителĕклĕх причастийĕ.

8. «Ни-ни» союзлă фразеологизмсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр. Ни уççи, ни хуппи; ни вилĕ, ни чĕрĕ; ни юртти, ни чуппи; ни унта, ни кунта; ни турра, ни шуйттана; ни ăшă, ни сивĕ; ни ларма, ни тăма; ни пама, ни илме; ни çурчĕ, ни хуралти; ни уççи, ни хуппи; ни кучĕ, ни пуçĕ.

9. Тăтăрхаран кай-сĕмрен кай-нĕртен кай сăмах çаврăнăшĕсене ăнлантарăр.

Тăтăрхаран кай-вăйран кай; сĕмрен кай-тăнран кай, тăна çухат; нĕртен кай-сăнсăрлан, нĕрсĕрлен.

10. «Кĕрĕк арки йăвала» сăмах çаврăнăшĕпе килĕшÿллĕ ÿкерчĕк тăвăр.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

«Чăваш фразеологийĕн вăрттăнлăхĕсем»

8-9 классем

1. Сăмах çаврăнăшĕпе сăмах майлашăвĕ хушшинчи уйрăмлăхсене палăртăр (5-рен кая мар).

1). Сăмах майлашăвĕ ирĕклĕ çыхăнура тăрать, сăмахсене улăштарсан та вĕсен пĕлтерĕшĕ улшăнмасть: хура кĕпе-кĕпе çанни; хура ĕç-ĕç палли.

Сăмах çаврăнăшĕ тачă çыхăнура тăрать. Сăмахсене ылмаштарма çук.

2). Сăмах майлашăвĕнчи сăмахсем предложенире тĕрлĕ член пулма пултараççĕ.

Паян хура кĕпене çуса тасатрăм.

Сăмах çаврăнăшĕнчи сăмах уйрăм член пулмасть. Сăмах çаврăнăшĕнчи сăмахсем яланах пĕр пĕлтерĕшлĕ.

Вăл кашни кун патак çиет. Патак çиет-сказуемăй.

3). Сăмах майлашăвĕсем пуплевре ирĕклĕ пулса пыраççĕ.

Сăмах çаврăнăшĕсем хăйсем тĕллĕн пулса пымаççĕ. Вĕсем çирĕпленсе ларнă хатĕр сăмах çаврăнăшĕсем. Калаçупа çыру чĕлхинче пĕр улшăнмасăр усă кураççĕ.

4). Сăмах майлашăвĕсем тÿрĕ пĕлтерĕшлĕ; шурă çăкăр

Сăмах çаврăнăшĕсем куçăмлă пĕлтерĕшлĕ; шурă çÿç

5). Сăмах майлашăвĕсем пĕр пĕлтерĕшлĕ.

Сăмах çаврăнăшĕсем икĕ е ытларах пĕлтерĕшлĕ пулаççĕ.

Тăнран тух сходить/ сойти с ума (стать сумашедшим); 2. Проявлять чрезмерное восхищение, восторг.

2. Тытăмĕнче архаизмсепе историзм пур сăмах çаврăнăшĕсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.

Эчел вилĕмĕпе вилчĕ-хăй вилĕмĕпе вилчĕ, эчел-конец жизни; ăншăрт ÿкнĕ, ăншăрт- порча, постигающая человека вследствие чьей-либо ссоры; ăрăм пĕлет, ăрăм-наговор, способ или приём, который употребляется наговорщиками; ывăнле ту, ывăнле-название какой-то порчи; ăшăрхаса ÿк-бросить в жар; ĕçе айла, айла-обсуждать; ямпаш çап, ямпаш-приём борьбы, при котором роняют сразу; йĕрĕх тытать-чир ерет, йĕрĕх-дух в чувашской мифологии; вантă пăрах, вантă-рыболовная снасть; эрем ту-сгубить попусту, эрем-бесполезная гибель; ыйăх çÿпçи, çÿпçи-историзм; ыйхă чăпти, чăпти-историзм.

3. Сăмах çаврăнăшĕнчи сиктерсе хăварнă сăмахсене тупăр: шурă кулачă çитер; вăкăра мăйракинчен ярса тыт-взять быка за рога; яра куна шыра; йĕкĕр ывăç йăваласа лар; кăвак хуппи уçăлнă чухне ан анасла; сăмахшăн кивçене каймасть; чăх кашта çине ларсан; таланта çĕре чавса чик; урасем лĕнчĕр кайрĕç; чĕлхÿне хулпуççи çине çавăрса хур.

4. «Типшĕм кĕлеткеллĕ» пĕлтерĕшлĕ сăмах çаврăнăшĕсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.

Шăммипе тирĕ çеç, хыткан кĕлеткеллĕ

5. «Кахала пер» фразеологизмăн синоним ретне çырăр.

Юлхава пер, наяна пер, пăлахая пер, тарап ту.

6. Тытăмĕнче антонимсем пур сăмах çаврăнăшĕсем май килнĕ таран нумайрах тупса çырăр.

Хура шур кур; çÿлтен аялалла пăх; пысăкки пĕчĕккин тарçи; шалтан та, тултан та пĕр; ирĕн каçăн ĕçле; ăшăпа сивве туй; хурапа шур кур; хурапа шурра пала; хурапа шурра ан уйăр, ырăпа усала уйăр; айăн-çийĕн вырт; кунпа çĕре пăтраштар; умрипе хыçрине кур; вутлă-шывлă хушшинче; атте-анне вучахĕ; алăкăн тĕпелĕн ут; çĕрпе пĕлĕт пек; выçăллă тутăллă пурăн; пĕчĕккинчен пуçласа пысăкки таран.

7. «Пĕри вăрмана, тепри армана» ятлă ăслав сочиненийă çырăр.

Сăмах çаврăнăшĕсем пирĕн чĕлхере питĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ. Эпир вĕсемпе калаçура куллен усă куратпăр. Хăш-пĕр чухне сăмах çаврăнăшĕсемпе усă курнине асăрхамастпăр та, мĕншĕн тесен мĕн ачаранах хăнăхнă вĕсене.

Эпĕ аслисенчен час-часах « пĕри вăрмана, тепри армана» тенине илтнĕ. Пирĕн класс ертÿçи те çак каларăшпа час-часах усă курать. Мĕншĕн тесен пирĕн класс туслă мар. Шкулта иртекен мĕнле те пулин конкурслă мероприятие класпа хутшăнмалла пулсан пирĕн класри ачасенчен пĕрин юрлас килмест, теприн сас çук, тата тепри вара уроксем пĕтнĕ-пĕтменех килне тухса тарнă. Ман шутпа, шăп та лăп çакă пулать те ĕнтĕ «пĕри армана, тепри вăрмана» тени. Çавна пулах пирĕн класс тĕрлĕ конкурссенче тивĕçлĕ вырăн йышăнаймасть.

Пурнăçра хуть те мĕнле ĕçре те килĕшÿ кирлĕ. Килĕшÿ пулмасан пĕр ĕç те вырăнтан хускалаймасть. Аран-аран хускатсан та ÿсĕмлĕ, ăнăçлă пулмасть. «…Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă Пĕр-пĕрне итлеменни харкашу, хирĕçÿ патне илсе пырать. Пурнăç арканать. Çавăнпа пулса тухать те « пĕри армана, тепри вăрмана» тенĕ пек.

8. Чăваш чĕлхин пирвайхи фразеологи словарĕн ятне, авторне калăр. Вăл ăçта тата хăçан пичетленсе тухнă?

Горшков А.Е. Вырăсла-чăвашла кĕске фразеологи словарĕ.--В кн.: Мĕнле каласан тĕрĕс? Шупашкар. 1973 ç.

9. Каланине фразеологизмсемпе улăштарăр: тутлă çиме юратакан-яка пыр; çука юл-хутаç çак, кĕлмĕçе тух; шăплан-чĕлхÿне çырт, çăварна хуп, çăвара шыв сып; ăшăх, тарăн мар-чăх утса каçать, чĕркуççи таран, çерçи чĕркуççи тари; кирлĕ мар япала-йыттăн пиллĕкмĕш ури, пĕлтĕрхи юр пек, шуйттан илесшĕ; пĕр шухăшлă пул-пĕр кавара кĕр, пĕр кĕвве кил, пĕр чĕлхе туп, пĕр юрă юрла; пĕр урапа çине лар; йывăр ĕç ĕçле-лаша пек ĕçле, пуç çĕклемесĕр ĕçле, çич çыншăн ĕçле, çитмĕл çичĕ тар тухиччен ĕçле; пĕрешкел хакла-пĕр пек хак пар; нумай шухăшла-пуç ват, пуç çĕмĕр; суя хут-супăнь хăмпи, Троя лаши, хут чăтать.

10. «Икĕ пукан хушшинче лар» сăмах çаврăнăшĕпе килĕшÿллĕ ÿкерчĕк тăвăр.

(Занимать неопределённое положение, не ясную позицию (воздержался)

 

 

Posted in Без рубрики

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *